Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Усси пулчĕ

Усси пулчĕ

Кил-çурта, хушма хуçалăхри выльăх-чĕрлĕхе тата ыт. те кĕтмен инкексенчен асăрханса страхланин усси пурах çав. Паллах, инкеке никам та кĕтмест ха. Анчах тепĕр чухне унран сыхланса та ĕлкĕреймĕн.

Эпĕ килти хуçалăхра усракан ĕнене кашни çулах «Зетта Страхование» ОООн Елчĕкри уйрăмĕнче страхлатăп. Çак вăхăтчен йĕркеллех пурăнаттăмăр — ĕне чирлемерĕ, вилмерĕ. Акă, пăх та кур, кăçал ĕне вилсе кайрĕ. Пит кулянтăм, епле пулсан та пысăк выльăх-çке вăл. Ку чухне мана страхлав компанийĕн агенчĕсем çийĕнчех пулăшма пулчĕç. Халĕ страхованишĕн хама тивĕçекен суммăна алла илме те, çĕнĕ ĕне туянма та пултартăм. Страховани тунин усси пурах,тесе шутлатăп.

Альбина КУЗЬМИНА, Ĕнел ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code